Урок тĕсĕ: ИКТпа усă курса вĕреннине пĕтĕмлетмелли урок.
Сапăрлăх тĕллевĕ:
- ачасен пуплевне тата шухăшлавне аталантарасси;
- пĕр-пĕрин шухăшне, калаçăвне итлеме хăнăхтарасси;
- тимлĕ пулма, туслăха хаклама, чыса упрама, ĕçе вĕрентесси.
Пĕлÿ тĕллевĕ:
- туслăх çинчен калаçу ирттересси;
- тĕрлĕ йышши хăнăхтарусем урлă илнĕ пĕлĕве ăша хывасси.
Аталантару тĕллевĕ:
- ачасен логикăллă шухăшлав ăсталăхне çирĕплетесси.
Урок мелĕсемпе меслечĕсем:
- учитель сăмахĕ; ыйту-хурав; калаçу; шырав; ваттисен сăмахĕсемпе ĕслесси.
Пуплеве аталантарасси:
- шухăша çирĕплетесси; ыйтусене тĕрĕс ăнланса хуравласси.
Словарь ĕçĕ:
Туслăх вăйĕ – сила дружбы
Кирлĕ хатĕрсем: Вĕренÿ кĕнеки, компьютер, проектор, экран, PowerPoint программăпа хатĕрленĕ слайдсем (ÿкерчĕксемпе дидактика материалĕсем), туслăх çинчен ÿкерчĕксем.
Урок эпиграфĕ:
«Туслăх ылтăнран та, кĕмĕлрен те хаклă».
(Ваттисен сăмахĕ)
Урок юхăмĕ
I. Класа, урока йĕркелесси. Команăдсем çине пайланасси, капитансене суйласси.
II. Вăйă пуçланас умĕнхи калаçу. Вăйă ирттерме хатĕрлесси.
1. Метаграммăра мĕнле сăмахсем пытаннине тупасси.
Пуçлансассăн П-пала шутсăр кирлĕ япала.
Лав çинчи утта ялан, унпала туртса çыхан.
Пуçлансассăн Т-пала, пирĕн кăмăл тулмалла.
Тĕрлĕ халăх асĕнче, çак сăмах çеç пулмалла. (ПУСЛĂХ – ТУСЛĂХ)
Пуслăх – гнёт, притужина (для пригнетания сена, соломы, снопов на возах).
Учитель сăмахĕ. Тупсăмне тупнă хыççăн урок темипе тĕллевĕпе паллаштарни.
Туслăх, юлташлăх, тус тата юлташ ăнлавсем ансат пек туйăнаççĕ пулсан та, тепĕр чухне хамăр хутшăнура пулса иртекен пулăмсене хамăр та ăнланмастпăр. Хамăр хушăри ырă хутшăнусене сыхласа хăварасси хамăра хамăр мĕнле тыткаланинчен, эпир мĕнле сăмах тытнинчен нумай килет.
Сирĕн пурин те юлташсем, туссем пур. çак ăнлавсем пĕр-пĕринпе питĕ çывăх пулсан та пĕр-пĕринчен уйрăлса тăраççĕ. Мĕнле?
Хуравсем: Юлташ – шухăш пĕрлĕхĕпе тепĕр çынна çывӑх çын.
Тус – çывăх хутшăнура тăракан питĕ шанчăклă çын.
Санăн тус пулни тата ху камшăн та пулин тус пулни – питĕ пысӑк телей.
Ыйту: Сирĕн шутăрпа, чăн-чăн туслăх мĕн вăл?
2. Ачасене секторсемпе паллаштарасси, ăнлантарасси.
– Чăваш чĕлхи (15-20 - мĕш слайдсем);
– Тупмалли юмах (21-26 - мĕш слайдсем);
– Кулăш ĕçре пулăш (27-32 - мĕш слайдсем).
– Литература (33-38 - мĕш слайдсем);
– Шӱтлĕ ыйту (39-44 - мĕш слайдсем);
Тупмалли юмах (21-26 - мĕш слайдсем).
10 бал – Пурте ăна юратаççĕ, куçран пăхма …….. (каласа пĕтермелле).
20 бал – Тулта хуралçă, пăртре улпут.
30 бал – Мĕнле сăмах тыр-пула тата чире пĕлтерет?
40 бал – Мĕнле хисеп ячĕ ĕçе пĕлтерет?
50 бал – Пурнăçăн илемĕ çирĕп ……… (каласа пĕтермелле).
60 бал – Хăшĕ чечек ячĕ пулать?
Шyтлĕ ыйту (39-44 - мĕш слайдсем).
10 бал – Этем мĕнсĕр пурăнаймасть?
20 бал – Миçе Ĕк илсен япала юрăхсăра тухать?
30 бал – «Çĕтĕк – çатăк çыру çыртăм ……………. çăхă çиме çитмелле» (каласа пĕтермелле).
40 бал – Пĕчĕк чăваш ачисене валли мĕнле журнал тухса тăмасть?
50 бал – Рифма тăрăх кирлĕ сăмах туп.
60 бал – Çак йĕркесенче хăш сăмах ытлашши?
Чăваш чĕлхи (15-20 - мĕш слайдсем).
10 бал – Чăвашла мĕнле калама тата çырма юрамасть?
20 бал – Панă сăмахсенчен хăшĕ сăмах майлашăвĕ пулмасть?
30 бал – Мĕн вăл диалог?
40 бал – Хăш сăмах ытлашши, мĕншĕн?
50 бал – Пĕр-пĕр çын сăмахĕсене улăштармасăр каланине мĕн теççĕ?
60 бал – Мĕн вăл сингармонизм?
Литература (33-38 - мĕш слайдсем).
10 бал – Çакă мĕнле юрă?
Хĕвел, тух, хĕвел, тух!
Çупа чăкăт çитереп!
20 бал – Маруç ачасемпе мĕнле вылять?
30 бал – Çакă сăвă йĕркисем камăн-ши?
40 бал – «Хавруç» тесе кама е мĕне ят панă?
50 бал – Çак йĕркесенче кам çинчен каланă?
60 бал – Литература юмахĕсенче тĕп …………….. (каласа пĕтермелле).
Кулăш ĕçре пулăш (27-32 - мĕш слайдсем).
10 бал – «Пукане» юмахра пукане кама е мĕне шыраса утать?
20 бал – Мĕн ури пулма пултараймасть?
30 бал – Хăшĕ ытлашши?
40 бал – Лашан иккĕ, качакан виççĕ, сурăхăн пачах çук. Мĕн вăл?
50 бал – Мĕнле саспаллисен ячĕсенчен тутлă апат хатĕрлеме пулать?
60 бал – Виçĕ сас палли илнĕ. Вĕсен ячĕсенчен вĕçен кайăк ячĕ пулать.
III. Физминутка
- Юнашар тăракана йăл кулатпăр.
- Лайăх кăмăллă çыннăн пичĕ мĕнле? Туса кăтартăр.
- Чунра йывăр, начар кăмăллă çыннăн питне туса кăтартăр.
- Ачасем, алăсем туслашма пултараççĕ-ши?
- Юлташăн аллине тытăр. Вăл мĕнле туйăм çуратать? Мĕн каланă пулăттăр?
- Юлташăн кăмалĕ мĕн сарлакăш, мĕн çÿллĕш?
- Юлташпа мĕнле утăмсемпе утатăр?
IV. Ачасемпе пĕрле балсене шутласси, пĕтĕмлетесси. Çĕнтерyçĕсене палăртасси, грамотăсем парса хавхалантарасси. Ваттисен сăмахĕсемпе ĕçлесси.
Çĕр тенкĕ пул… çĕр тус пултăр. (–иччен)
Юлташ…юлташ пул – (-па)
Юлташ… ÿксе ан юл. (ран)
Пурнăçăн илемĕ – çирĕп туслăх… (-ра)