Предмет: чӑваш чӗлхи.
Шкул: тӑван(чӑваш)чӗлхине начар пӗлекен е пӗлменнисен валли хатӗрленӗ программӑпа ӗçлекен вӗренÿ организаци
Раздел: ЧÃВАШ ЕН- МАНÃН ТÃВАН ÇӖР-ШЫВ
Урок теми: Çĕрпӳ хули
Урок тӗсӗ: Информаципе коммуникации мелĕпе усӑ курса çĕнĕ пĕлӳ илмелли хутӑш урок.
Урок тӗллевӗсем: Çĕрпӳ хулипе паллаштарасси,«Çĕрпӳ» текста вуласси, ӑнланасси, содержанине каласа парасси, тӑван хула илемне курма, хисеплеме, юратма вĕрентсе пырасси, хисеп ячӗсемпе ушкăнĕсене аса илесси, йӗрке хисеп ячӗсен пулӑвне тӗслӗхсемпе усӑ курса «хисеп ячӗ+япала ячӗ» модельпе сӑмах майлашӑвӗсем йӗркелесси, вӗсемпе предложени тӑвасси, хисеп ячӗсене мӗнле çырмалли çинчен пӗтӗмлетÿ тӑвасси, ачасен сыхӑнулла пуплевне, тавракурӑмне, шухӑшлавне аталантарасси, сӑмах йышне пуянлатасси.
ПУЛМАЛЛИ РЕЗУЛЬТАТСЕМ
Харкамлӑх результачӗсем: калаçас,ыттисене тӑнласа итлес пултарулӑх аталанни;тимлӗх шайӗпе пахалӑхӗ ÿсни,самантлӑх,ятарлӑ тата ирӗклӗ астӑвӑм çирӗпленни; татах та нумайрах пӗлес кӑмӑл çурални,аталанни;çынсемпе пӗр чӗлхе тупма пултарни;ачасен калаçӑвӗнчи сӑмах йышне пуянлатни.
Пӗлÿлӗх результачӗсем: хисеп ячӗсене аса илни;вĕсен ушкăнĕсене тишкересси,йӗрке хисеп ячӗсен пулӑвне ӑнланни;вӗсене пуплеве кӗртни;ыйтусене туллин хуравлама,шухӑша пӗтӗмлетме хӑнӑхни;тăван хула илемне курма, хисеплеме ,юратма вĕрентсе пырасси,ачасен чӗлхене вӗренес кӑмӑлӗ ÿсни.
Хутшăну результачĕсем:вĕрентекен ыйтăвне ăнланса тулли хурав пама,чăвашла калаçу йĕркелеме, çĕнĕ сăмахсене пуплевре усă курма хăнăхни; калаçăва хутшăнма, çыхăнуллă,ăнланмалла каласа пама тăрăшни; çыхăнуллă пуплеве чăвашла аталантарни;шухăшлав мелĕсемпе усă курма пĕлни; ыттисене ăнланмалла калама, ыйту пама пултарни; вĕрентекен, юлташĕсем каланине итлеме пултарни; калаçнă-хутшăннă чухне пĕр-пĕрне хисеплеме вĕренни.
Йĕркелӳ результачĕсем: хăйĕн ĕçне сăнаса-асăрхаса пыма пултарайни; хăй пурнăçланă ĕçне вĕрентекен,пĕрле вĕренекен юлташĕсем хакланине йышăнни; урокра яланах мĕнле те пулин тĕллев лартмаллине ăнланни;хăйĕн ĕçне мĕнле тĕллевпе тунине ăнланни; япала, ӳкерчĕк, схема, модель, таблица тăрăх мĕнле йĕркепе каламаллине пĕлни;сăмахсене хусканусем туса палăртнине ăнланни; вĕрентекен тĕслĕхĕпе усă курма вĕренни.
Технологисем: ушкăнпа тата пĕрле ĕçлесе вĕренни,вăйă,критикăллă шухăшлава аталантарни,информаципе коммуникаци хутшăнăвĕ.
Ĕç мелĕсемпе меслечĕсем: ыйту-хурав,вĕрентекен сăмахĕ, ачасен хуравĕ, шырав-тĕпчев,словарь ĕҫĕ,саспа вуласси,вăйă меслечĕ,рефлекси мелĕ, проблемăллă ыйту тăратни; илемлĕ вулав,мăшăрпа тата ушкăнпа ĕçлесси, диалог, монолог, словарь ĕçĕ, тема тăрăх калаçу ирттересси; ыйтусене хуравлама вĕренесси; шыравпа-танлаштару, кластерпа синквейн йĕркелесси, «Шухӑш туйӑм йывӑçӗ» мелĕпе таблица тăвасси, клоуз-тест.
Пуплев хăнăхăвĕсем: сăмах йышне пуянлатас тĕллевпе ĕçлени; çĕнĕ сăмахсемпе усă курса çыхăнуллă пуплев йĕркелени;текстпа ăнланса ĕçлени, ыйтусем пани,тĕрĕс хуравлама пĕлни, çĕнĕ технологисемпе усă курса тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлани.
Ĕç хатĕрĕсем: компьютер, проектор, вĕренӳ кĕнеки, карточăсем, таблица, ӳкерчĕксем.
Урок юхăмĕ.
I. Урока йĕркелени
1. Пĕр-пĕрне саламлани, урок мĕнле условисенче иртнипе паллаштарни.
Вĕрентекен. Ырă кун пултăр, хаклă ачасем. Ура çине тăратпăр та пĕр-пĕрне ырă сунса ал паратпăр, ăнăçу сунатпăр. Лартăмăр.
2. Фонозарядка.
- Чăваш чĕлхи урокне пурте хатĕр, сирĕн кăмăлсем аван. Айтăр-ха пурте чĕлхесене çемçетсе илер.
Ра-ра-ра,эп ларатăп урокра
Ла-ла-ла,вĕренетĕп чăвашла
Ма-ма-ма,тăрăшатăп калаçма
Ша-ша-ша,юратăп чăваша.
II. Çĕнĕ темăпа ĕçлени
1. Урок темине палăртни. Инструктаж. Сирĕн урок темине пĕлес тесен çак пуç ватмăша шутламалла.(Хисеп ячĕпе сас палли тӳр килмелле)
ӳ |
р |
ç |
п |
ĕ |
л |
х |
и |
у |
5 |
3 |
1 |
4 |
2 |
8 |
6 |
9 |
7 |
-Паянхи урокăн теми мĕнле?
Ачасем. - Çĕрпӳ хули
2. Ыйту-хурав.
-Эпир мĕнле республикăра пурăнатпăр?
-Чăваш Республикинче миçе хула?
-Чи ватă хуласем мĕн ятлă?
-Санăн тăван хулу мĕн ятлă?
-Çĕрпӳ хули миçемĕш çулта никĕсленнĕ?
-Кăçал хула миçе çул тултарать?
-Хулара миçе çын пурăнать?
Çапла, паян эпир сирĕнпе Çĕрпӳ çинчен калаçăпăр, унăн урамĕсемпе утăпăр, паллă вырăнсене аса илĕпĕр. Кирек кам та хăйĕн тăван хулине юратать. Çĕрпӳ- пирĕншĕн чи лайăх, чи илемлĕ хула.
3. Чĕлхе теорийĕ. Хисеп ячӗсене аса илесси (килти ĕҫ), вĕсен ушкăнĕсемпе ыйтăвĕсене палăртасси; текстри хисеп ячĕсене тĕрĕс вулама, ҫырма хăнăхтарасси; йӗрке хисеп ячӗсен пулӑвне тӗслӗхсемпе усӑ курса «хисеп ячӗ+япала ячӗ» модельпе сӑмах майлашӑвӗсем йӗркелесси, вӗсемпе предложени тӑвасси. (71-мĕш урок)
А) Ыйтусемпе ĕçлени
Малтанах ыйтусем çине хуравлăпăр.
1.Мĕн вăл хисеп ячĕ? (Хисепе кăтартакан, япаласен шутласа кайнă чухнехи йĕркине, ĕç миçе хут пулнине пĕлтерекен пуплев пайне хисеп ячĕ теççĕ.)
2.Мĕнле ыйтусем çине хуравлать? (миçе? миçемĕш? миçешер? миçен?)
3.Пĕлтерĕшне кура хисеп ячĕсене мĕнле ушкăнсем çине уйăрма пулать? (Шут, йĕрке, валеçӳ, пĕтĕмлетӳ.)
4.Хăш ушкăна кĕрекен хисеп ячĕсем падеж тăрăх туллин вĕçленеççĕ? (Шут тата йĕрке хисеп ячĕсем падежсем тăрăх вĕçленеççĕ.)
5.Предложенире мĕнле членсем пулма пултараççĕ? (Пур член та)
Ă) Проблемӑллă ыйту:Сирӗн шутпа,тепӗр 10 çултан Çӗрпÿ хулинчи халӑх йышӗ мӗнле улшӑнать?
Тен, халӑх йышӗ хутшӑнать…
Тен, халӑх йышӗ чакать…
Доска ҫинчи таблицăпа ĕçлени.Таблицӑна тишкерӗр те панӑ ыйтӑва «Шухӑш туйӑм йывӑçӗ» мелпе усӑ курса панӑ темӑпа хӑвӑр шухӑшӑра палӑртӑр. Тӗп ыйтӑва хуравланӑ май пулма пултаракан темиçе хурав вариантне калӑр,аргументсемпе çирӗплетӗр. (Йывӑç вулли-темӑпа ыйту, тураттисем-хуравсен варианчӗсем, çулçисем-туратсем çинчи хуравсене çирӗплетекекн аргументсем)
Аргументсем: (чакать) 1) Хулара ӗç вырӑнӗ сахал; 2) Çамрӑксем валли пуласлӑх çук; 3) Ӗç укçи сахал
Тен, халӑх йышӗ хутшӑнать…
Аргументсем(хутшăнать)
1) Çӗрпÿ хули Шупашкартан аякрах мар, ӗçе çÿреме çӑмӑл;
2)Çӗнӗ çуртсем нумайланчӗç, ытти хулсенчен йÿнӗрех;
3) Лӑпкӑ хула,шавсӑр.
Çӗрпÿ хули
Çул |
1979 |
1989 |
2002 |
2010 |
2018 |
2023 |
Çын шучӗ |
8029 |
10053 |
122967 |
13479 |
14718 |
17003 |
Б) Ăнланнине тĕрĕслени
1. Сăмах вĕççĕн пурнăҫлăр
1-мĕш ушкăна валли:
Çак хисеп ячĕсене с:7,435,1589,1609,1614,1696,1910,1970
2-мĕш ушкăн валли:
Тӗслӗхрен:вунӑ çухрӑм-вуннӑмӗш çухрӑм.
Пӗр класс, çӗр çын, вунӑ уйӑх, ултӑ парта, пилӗк ача, икӗ кун, виçӗ курка, вунă чăваш.
2) Çыру ĕçĕ.
Хăвăр ушкăнти хисеп ячĕсемпе 3-предложени ҫырса çыру ĕçне пурнăҫлăр.
4. Кану саманчĕ. Çĕрпӳ хулин гимнӗ янăрать.Ачасем куçсене кантараççĕ,сăвă йĕркисене вулаççĕ.
Пĕрре, иккĕ, виççĕ, тăваттă.
Пирĕн вăйлă пулмалла.
Пиллĕк, улттă, çиччĕ, саккăр
Физзарядка тумалла.
Савнă хуламăр çинчен поэтсем тĕрлĕ сăвăсем çыраççĕ, композиторсем кĕвĕ кĕвĕлеççĕ. Халĕ сире хавхалантарма, кăмăла çĕклеме юрă итлетпĕр.
1. Çĕршерçулхи юмансемпе,
Хастар,маттур каччăсемпе,
Шуракăш евĕр хĕрсемпе
Эс тивĕç мухтава.
(Хушса юрламалли)
Ыр ҫĕрпӳен-
Вăрман,уй-хир,ҫаран,
Эс чечеклен
Çу кунĕ пек ялан!
Вĕрентекен. Композитор тата поэт шухăшне пĕлтĕмĕр. Халĕ «Çĕрпӳ» текстăн автор шухăшне пĕлер.
5. Словарь ĕçĕ. Слайд çинче сăмахсем.
Вĕрентекен. Текста ăнланма çак сăмахсем пулăшĕç, вĕсене ас туса юлма тăрăшăр.
Мăн Çавал-Большой Цивиль
Кĕçĕн Çавал-малый Цивиль
Ункă-Унга
Ярмăрккă-ярмарка
кĕпер-мост
йăлăм-пойма рек
6. «Çĕрпӳ» текстпа ĕçлесси
А) Çĕнĕ сăмахсемпе предложенисем тăвасси.
Ă) Текста илемлĕ вуланине итлени.
Б) 1-мĕш абзаца ача вулать.
Вĕрентекен ыйту парать:
- Мĕнле хула çинчен вуларăн?
- Вăл ăçта вырнаçнă?
Г) 2-мĕш абзаца ачасем пурте пĕрле вулаççĕ, пĕри вырăсла куçарать, ачасем ыйту параççĕ, пĕри хуравлать.
Д) 3,4-мĕш абзацпа çак йĕркепе ĕçлетпĕр:пĕри вулать, тепри куçарать, 3-мĕш ыйту парать, 4-мĕш хуравлать.
3. Пĕлĕвĕ тĕрĕслени.Çыру ĕçĕ.
А)Вĕрентекен, сăмах майлашăвĕсене вырăсла калать, ачасен текстра чăвашла тупса вуламалла,типтер çине çырса хумалла:
1-мĕш ушкăн валли: сотник, река, впадает, Цивиль, правый.
2-мĕш ушкăн валли: левый,основан,сгореть,затапливать,крепость.
Ă) «Кам маларах?»вăйă. Текст тăрăх панă предложениесм содержанийĕпе тĕрĕс пулнине е пулманнине палăртăр.(2 ушкăнтан хăшĕ тĕрĕсрех калать,çав çĕнтерет)
1 |
Çĕрпӳ Атăлăн сылтăм çыранĕнче вырнаçнă |
Тĕрĕс |
Тĕрĕс мар |
2 |
Çĕрпӳ сăмах вырăсла куçарсан сотник тенине пĕлтерет |
Тĕрĕс |
Тĕрĕс мар |
3 |
Çĕрпӳ хулин вырăсла ячĕ Çавал юханшыв ятĕнчен пулса кайнă |
Тĕрĕс |
Тĕрĕс мар |
4 |
Çĕрпӳ хулине 1469 çулта никĕсленĕ |
Тĕрĕс |
Тĕрĕс мар |
5 |
Хулан çурçĕр пайне кашни çуркунне Мăн Çавал тата Кĕçĕн Çавал шывĕ илет |
Тĕрĕс |
Тĕрĕс мар |
6 |
1910 çулта Кĕçĕн Çавал урлă тимĕр бетон кĕпер хывнă |
Тĕрĕс |
Тĕрĕс мар |
7 |
Çĕрпӳре авалтан ярмăрккă иртет |
Тĕрĕс |
Тĕрĕс мар |
8 |
Хулара купсасен ĕлĕкхи лавккисем сыхланса юлнă |
Тĕрĕс |
Тĕрĕс мар |
9 |
Çĕрпӳре XVII-XVIII ĕмĕрсенче тунă чиркӳсем ĕçлеççĕ |
Тĕрĕс |
Тĕрĕс мар |
10 |
Чугун çул тата автомобиль çулĕсемпе Çĕрпӳ пĕтĕм çĕр-шывпа çыхăнать. |
Тĕрĕс |
Тĕрĕс мар |
Б) Фотоÿкерчӗк содержанийӗпе тÿр килекен предложенисене текстра тупса вулӑр. Ӳкерчӗкре мӗн курнине хӑвӑр сӑмахсемпе каласа парӑр. (1-мӗш ушкӑн валли)
Ӑ) Фотоÿкерчӗк сенче Çӗрпÿ хулин мӗнле паллӑ вырӑнӗсене кӑтартнине калӑр (2-мӗш ушкӑн валли)
III. Тĕрĕслев. Ачасем хăйсен пĕлĕ вне ушк ă нпа тĕрĕслени
1.Клоуз-тест
1) Малтанхи кремль….пулнӑ. (а-чултан; ă-кирпӗчрен; б-йывӑçран)
2) Кремль темиçе хутчен те …. кайнӑ (а- арканса; ă-çунса; б-юхӑнса)
3)… çулта ӑна пусмӑра тÿсеймен хрсеченсем çунтарса янӑ(а-1614;ă-1609;б-1696)
4) Хулара купсасен ӗлӗкхи ..сыхланса юлнӑ (урамсем, япалисем, çурчӗсем)
5) Çĕрпӳ хулин вырӑсла ячӗ-… (Канаш, Цивильск, Чебоксары)
6) 2024 çулта Çĕрпӳ хулине миçе çул пулать?(435,545,350)
Çĕрпӳ хули» текст тǎрǎх йӗркеленӗ виçӗ енлӗ дневник
2. Виçӗ енлӗ дневник. Схемǎпа усǎ курса текст тǎрǎх виçӗ енлӗ дневник çырǎр
Тĕп сăмах |
Автор çырать |
Эпӗ вырǎсла куçаратǎп |
хула |
1.Ку ят хула крепость пулнипе ҫыхăннă.
|
1.Этот город-крепость. 2.Город по-русски - Цивильск |
Çавал |
1.Çӗрпÿ Мăн Çавал ятлă юхан шывăн сылтăм ҫыранĕнче вырнаҫнă.
|
1.Цивильск расположен на правом берегу реки Большого Цивиля. 2.В большой Цивиль втекают две реки, справа-Малый Цивиль, слева-Унга. |
Паллă вырăнсем |
1.Хĕрарăмсен Тихвин монастырĕ
|
1.Цивильский Тихвинский монастырь.
|
IV. Урок пĕтĕмлетĕвĕ. Рефлекси
А) Çĕрпӳ хули ҫинчен синквейн ҫырасси.
хула
тǎван, илемлӗ
вырнаçнǎ, пурǎнаççӗ, килӗшет
Эпĕ Çĕрпӳ хулинче пурăнатăп
çынсем
Ă)Диалог тӑвӑр. Сăмах вĕççĕн ирттерекен ыйту-хурав.
-Ку мӗнле хула?
-Эсӗ ку хулара пурӑнатӑн-и?
-Кала-ха тархасшӑн,ку хула мӗн ятлӑскер?
-Ãнланмалла.Кунта мӗнле паллӑ вырӑнсене курма пулать?
-Тавтапуç.
Б) Вĕренекен сăмахĕ. Ачасем эсир урокра мĕнçĕннине пĕлтĕн? Сире мĕн килĕшрĕ? Хăвăр ĕçе хаклама эпĕ сире таблица тултарма ыйтатăп.
В).Урокри ĕҫе ачасем хаклани.
1)Ăс-тăн рефлексийĕ
Ĕç тĕллевĕ: Урокра палăртнă тĕллеве пурнăçланипе пурнăçламаннине палăртни, ачасем харпăр хăй пĕлĕвне хаклама пултарни.
Вĕрентекенĕн хушамачĕпе ячĕ____________
№ |
Урокра ĕçе тĕрлĕ енчен тишкерни |
Ĕçе хаклани |
1 |
Урок материалĕ… пулчĕ |
çăмăл/йывăр |
2 |
Урок материалне эпĕ… . |
-пĕтĕмпех ăнлантăм, ыттисене пулăшма хатĕр;
|
3 |
Урокра эпĕ… . |
-ывăнмарăм;
|
4 |
Урокра хамăн ĕçпе эпĕ… . |
кăмăллă/кăмăлсăр |
5 |
Урокри ĕçшĕн хама «…» паллă лартатăп. |
5/4/3/2 |
Кăмăл туйăм рефлексийĕ.
Çаврӑнса юхать Çавал
Ах, Çавал, Çавал
Чӗрене хушать халал
Ах, халал,халал
3)Вăй-хăват рефлексийĕ(Алă çупни)
V. Килте тумалли ĕҫ ҫинчен пĕлтерни(икĕ ĕҫрен пĕрне суйласа илмелле)
1) Çӗрпÿ хулинче çуралса ÿснӗ паллӑ çын çинчен доклад хатӗрлӗр.
2) Çӗрпÿ хулинчи паллă вырăн çинчен калав хатӗрлӗр.
Литература
- О.И.Печников, М.Н.Печникова, Н.А.Краснова, Е.А.Мулюкова Чăваш чĕлхи, 8-мĕш класс, Шупашкар Чăваш кĕнеке издательстви, 2020.