Жанр сочинения: рассказ
Текст сочинения на чувашском языке
«Чĕлхе - халăх пуянлăхĕ»
(«Язык - богатство народа»)«Икĕ чĕлхе - икĕ ăс, виçĕ чĕлхе - виçĕ ăс».
(И.Я.Яковлев)
Тĕнче аслă, сарлака, пуян. Мĕн тĕрлĕ кăна çĕр-шыв çук пулĕ Çĕр чăмăрĕ çинче? Ăсчахсем шутланă тăрăх, пирĕн планетăра 3 пин тĕрлĕ халăх пурăнать, вĕсем 6 пине яхăн чĕлхепе калаçаççĕ. Пин-пин чĕлхе хушшинче пирĕн тăван чĕлхе - чăваш чĕлхи те. Чӑваш чӗлхине халӑх темиҫе ӗмӗр хушши аталантарнӑ, якатнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл пуян та илемлӗ, янăравлӑ та ҫепӗҫ, ырӑ та асамлӑ. Тăван çĕр-шыв анне пекех - пĕрре. Ăна суйлама та, сутăн илме те çук. Кашни çыншăнах ашшĕ-амăшĕ чĕлхи, тăван халăх историйĕ, йăли-йĕрки, юрри-сăвви хаклă.
Раççейре тĕрлĕ халăх пурăнать.Эпир Чăваш Республикинче пурăнатпăр. Пирĕн Республикăра икĕ патшалăх чĕлхи. Вĕсем - вырăс тата чăваш чĕлхисем.Чăваш чĕлхи Чăваш, Тутар тата Пушкăрт Республикисенче, Самар, Ульяновск, Саратов, Пенза облаçĕсенче сарăлнă. Чăваш Республикинче чăваш чĕлхине кашни вĕренÿ заведенийĕнче вĕрентеççĕ.
Чăваш чĕлхи - чăваш халăхĕн наци чĕлхи. Ку чĕлхепе пĕр миллион та 300 çын калаçать. Вăл кулленхи калаçу чĕлхи çеç мар. Чăваш чĕлхи - хаçат-журнал, телевидени, наука, патшалăх ĕçĕн чĕлхи те.
Чăваш чĕлхи - Иван Яковлевăн, Андриян Николаевăн тăван чĕлхи. Çак чĕлхепе Константин Иванов, Çеçпĕл Мишши, Петĕр Хусанкай поэтсем калаçнă. Валентина Егорова, Елена Николаева, Олимпиада Иванова Олимп чемпионĕсен тăван чĕлхи те - чăваш чĕлхи.
Кашни çул ака уйăхĕн çирĕм пиллĕкмĕшĕнче Чăваш Республикинче Чăваш чĕлхи кунне паллă тăваççĕ. Çак кун пирĕн Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев çуралнă. Ку çул Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитрĕ. Кам-ха пирĕншĕн И.Я.Яковлев?
И.Я.Яковлев - чăвашсене çутта кăларакан, халăхне çырулăх парнелекен, пĕрремĕш вырăс графикине тĕпе хурса чăваш алфавитне йĕркелекен, пĕрремĕш чăваш букварĕ кăларакан, вĕренÿ кĕнекисем çыракан. Вăл чăваш чĕлхине аталантарма нумай тăрăшнă. Çирĕм çултах Чĕмпĕрте чăваш ачисем валли шкул уçнă.
Чăваш халăхне çутта кăлараканăмăр Тутарстанри Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушкинче çуралса ÿснĕ. Унăн амашĕ, Анастасия Макарова, хресчен çемйинчен пулнă. Вăл Иван Яковлевича çуратсан виçĕ кунтан вилсе кайнă.
Унтан И.Я.Яковлева, сĕм тăлăха, Пахомовсен çемйи усрава илнĕ. Ăна хăйсен ачи пекех пăхнă. Çакăн çинчен вăл 17 çула çитсен кăна пĕлнĕ.
Пăрăнтăкра И.Я.Яковлев Мушкеев хушаматлă вырăс хресченě патěнче пурăннă. Çак çемье те ăна, тăлăхскере, питě лайăх пăхнă. Мушкеев ачисем ăна питě кăмăлланă, арăмě вара час-часах ачашлакаланă, хăш-пěр чух тутлă апат-çимěçпе те хăналанă, чěнме те ăна «Ванюшка» тесе кăна юратса чěннě.
Вырăс çыннисен çемьери ырă йăлисем те И. Я. Яковлевшăн ěмĕр асăнмалăх пулнă. Ĕçпе пурăнакан çак ырă кăмăллă вырăс çемйи пулас педагог чěринче аслă вырăс халăхне пěтĕм кăмăлтан юратас туйăма амалантарса яма пулăшни пирки нимěн иккěленмелли те çук.
И.Я.Яковлевăн кун-çулĕ вăрăм, йывăр, анчах та телейлĕ пулнă. Вăл чăваш халăхěн йывăр пурнăçě çинчен нумай шутланă, вěсене вěрентесшěн, çутта кăларасшăн пулнă. Пирĕн аслă вĕрентекенĕмĕр тăван халăхшăн питĕ нумай ĕç тунă: Чĕмпĕрти чăваш шкулне йĕркеленĕ, чăваш çырулăхне пуçарса янă, чăваш, тутар, мăкшă ачисем валли нумай шкул уçнă. ХIХ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче Иван Яковлев чăваш ачисем валли алфавит йĕркеленĕ, букварь, вĕренÿ кĕнекисем кăларнă.
Вырăс халăхне чĕререн юратнăсăр пуçне И. Я. Яковлев вырăс чĕлхине пысăк вырăна хунă. Вырăс чĕлхи Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче тĕп предмет шутланнă. «Вырăс чĕлхи чăвашсене вырăс культурине вĕренсе пыма пулăшать», - тенĕ Иван Яковлевич. Шкултан вĕренсе тухнă тĕле чăваш ачисем пурте пекех вырăсла çырма, калаçма лайăх пĕлнĕ.
И.Я.Яковлев каланă тăрăх, вăл пуçарса янă шкулăн никěсěн тěп идеи - чăваш халăхне вырăс халăхěпе туслаштарасси, чăваш халăхне вырăс культурипе паллаштарса унăн культурине вырăс халăх культурин шайне çитичченех хăпартасси.
Унсăр пуçне И.Я.Яковлев чăваш шкулĕсем валли вĕрентÿ методикине çырса хатĕрленĕ, унта К.Д.Ушинскипе унăн ĕçне тăсакансем педагогика еткерĕпе пуçаруллăн усă курнă.
Аслă вěрентекенěмěр туса хунă шкул, чăваш халăхне наци тěлěшпе питě вăйлă аталантарнă, ăна вырăс халăхěпе çывăхлатнă, халăх хушшинче культура сарнă. Хăй чăваш халăхĕшĕн тунине Иван Яковлевич вырăссемшĕн, ытти халăхшăн та тунă тесе хакланă. Вăл хăйĕн халăхĕн интересĕсене нихăçан та ытти халăх интересĕсемпе хирĕç тăратман, халăхсен туслăхĕшĕн çине тăнă. Вăл вырăс халăхĕпе, Амăшĕпе - Раççейпе - пĕрлешсе çеç чăвашсем халăх пулса упранса юлма пултарĕç тесе шухăшланă.
Шкулта вěренекенсем малта пыракан вырăс культурин нумай енěсемпе тěплěн паллашнă. Сăмахран, 1913 çулта кунта Глинкăн «Иван Сусанин» оперине лартнă. Ку вăл чăваш культури пуçланса кайнă тапхăртанах вырăс культуринчен вăй илсе аталанса пынине кăтартать.
Чăваш алфавитне шухăшласа кăлариччен И. Я. Яковлевăн питě нумай ěçлеме тивнě. Çак алфавита туса хуричченех вăл, вырăс саспаллийěсемпе усă курса, чăвашла сахал мар çырнă.
Чăваш алфавичěн никěсне мěнле саспаллисене хурасси пирки И.Я.Яковлевăн нимěнле иккĕленÿ те пулман: чăваш халăхне вырăссен культурипе çăмăлтарах паллаштарма меслетсем шыракан педагог, паллах, чăваш алфавитне вырăс саспаллисемпе усă курса тумаллине питě лайăх чухланă.
Вырăсларан куçарса чăвашла тěрлěрен кěнекесем кăларни чăваш çыннисене вырăс культурипе паллашма май туса панă, чăвашсен литература чěлхи малалла аталанса пырас çула уçнă.
И.Я.Яковлев ĕçĕсене каласа пĕтерейместĕн. Чаплă ăславçă, патриот, ăслă учитель хăйĕн ырă шухăшĕсемпе кăна палăрса тăмасть, тата вăл историллĕ ĕçсем те чылай тунă.Чăваш халăхĕ валли çырнă Халал кашни çыншăн пысăк та тарăн пĕлтерĕшлĕ.
Хăйĕн чунри пысăк шухăшĕсене И.Яковлев 1921 çулхи çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чĕмпĕртен Мускава куçса каяс умĕн алă пусса çирĕплетнĕ.
Чăваш халăхне панă халалта пултаруллă вěрентекен ςакăн пек шухăшсене уςςăн палăртать: «Вырăс халăхě пит пысăк халăх. Вăл ырă кăмăллă, ăслă: эсир ăна итлěр, юратса пурăнăр. Унăн ăсийěн вăйě, ырă кăмăлě, пурнăçа малалла ярас шухăшě хисепсěр нумай, нихăçан та пěтес çук. Çак халăх сире тăван вырăнне хурса йышăннă, хăй çемйи тунă. Вăл сире пусмăрламарě, сире аяла хăвармарě. Тӳрĕ ĕç тума вĕсем сире пулăшĕç: çапла пулассине ман пурнăçра пулнă ĕçсем шантарса тăраççĕ».
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев кашни çул ЧР Патшалăх Канашне янă çырупа паллаштарать.
2023 çулхи кăрлачăн 28-мĕшĕнче иртнĕ çырăва Олег Алексеевич Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев 100 çул каялла чăваш халăхне пил парса каланă сăмахсемпе вĕçлерĕ. «Вырăс патшалăхĕ çине шанса пурăнăр, ăна юратăр, вара вăл сирĕн аннĕр пулĕ», - терĕ вăл Раççей патшалăхĕн нумай нациллĕ тата тĕрлĕ тĕнлĕ çемйин йышĕнче чăвашсем çĕршыва аталантарма, çирĕплетме, вăйлатма пысăк тӳпе хывнине палăртса.
Эпир те, хальхи ăру çынсем, çак Халала асра тытмалла, пирĕншĕн вăл - пехил.
Чăваш халăх культури ςав тери пуян,вăл вырăс культурин витĕмĕпе çирĕпленнĕ.
Кашни çын истори тата культура еткерне сыхласа хăварассишĕн тăрăшма тивĕç. Чăваш историйĕ питĕ пуян. Ăна пирĕн упрасчĕ, хисеплесчĕ, пуянлатасчĕ!