Мероприятие 4-5 çулти ачасем валли хатĕрленĕ
Ĕç тĕллевĕ: чӑваш чӗлхипе культурине аталантарасси; мĕн вĕреннине аса илсе çирĕплетесси, çемьене хисеплеме вĕрентесси. Туслӑха упрама, пӗр-пӗрне пулӑшма тата хисеплеме хӑнӑхтарасси.
(Ача садĕнчи вǎтам ушкǎнри ачасем валли çырнǎ чǎваш чĕлхи кунне халалланǎ уяв сценарийĕ)
Тĕллевсем: чӑваш чӗлхипе культурине аталантарасси; мĕн вĕреннине аса илсе çирĕплетесси, чǎваш сǎмахĕсене тĕрĕс каласси; çемьене хисеплеме вĕрентесси. Туслӑха упрама, пӗр-пӗрне пулӑшма тата хисеплеме хӑнӑхтарасси.
Кирлĕ хатӗрсем: Экран, проектор, япаласем ӳкернĕ картинǎсем, пукане, чǎваш ташшин чǎваш юррин кĕвви.
Ертсе пыраканĕ: Воспитатель
Уяв юхӑмӗ:
Чăваш юрри янǎрать. Ачасем зала кĕреççĕ. Вĕсене воспитатель кĕтсе илет.
Воспитатель: Ырӑ кун пултӑр, ачасем.
Ачасем: Ырӑ кун пултӑр.
Воспитатель: Ачасем, паян эпир сирĕнпе уява каятпӑр. Унта пире пилĕк чарǎну кĕтет. Кашни чарӑнура тӗрлӗрен ӗçсем пулаҫҫӗ. Вĕсене пурнӑҫламасǎр малалла каяймастпǎр. Эсир уява кайма хатӗр -и?
Ачасем: Хатĕр.
Воспитатель: Апла пулсан кайрǎмǎр.
Пӗрремӗш чарӑну: «Поэзи тĕнчи»
Воспитатель: Пӗрремӗш чарӑнура, ачасем, сǎвǎ калас пулать. Пирĕн йышра сǎвва илемлĕ вулакансем чылай. «Чӑваш халӑхӗн çӗр пин тӗрӗ, çӗр пин юрӑ, çӗр пин сӑмах,» - тенӗ чǎваш халǎхне çутта кǎларакан И.Я.Яковлев. Юлия Горшкова çырнǎ «Чăваш чĕлхи» сǎввине итлесе пӑхар-ха.
(Экран çине И.Я.Яковлев портречĕ тухса тǎрать)
Софья
«Чăваш чĕлхи»
Чăваш чĕлхи, эс ĕмĕрех мǎнаçлǎ.
Чăваш чĕлхи, эс авалтан патвар.
Чăваш ачи, пар сассуна хаваслǎн, Софья
Янрать яту çут тĕнчере хастар.
Миша
Чăваш чĕлхи, чĕкеç чĕлхи хеветлĕ.
Çĕр пин сǎмах та тĕрĕ чǎвашсен.
Эпир - ĕçчен, сǎпайлǎ та тирпейлĕ, Миша
Йǎли-йĕрки хисеплĕ ентешсен.
Кира
Чăваш чĕлхи, эсĕ аннем сǎнарĕ,
Сана манаймǎпǎр эпир нихçан.
Çут хĕвел евĕр ялкǎшать кǎварĕ. Кира
Сӳнмесĕр патǎр вǎй-хǎват ялан!
(«Çамрǎксен хаçачĕ» 2016.01.21, 6 стр.)
Воспитатель: Халĕ тата Нина Царыгина çырнǎ «Савнǎ, хаклǎ Чǎваш Ен! сǎввипе пире Катя паллаштарать.
(Экран çине Шупашкар хули фотографийĕ тухса тǎрать)
Савнǎ, хаклǎ Чǎваш Ен,
Çулсерен эс чечеклен!
Аталан, çĕклен ялан.
Эсĕ пулнǎ, пур, пулан!
Уй - хирӳ, вǎрманусем,
Ял - салапа хулусем
Нихçан тухмĕç асǎмран -
Шухǎшран та чунǎмран.
Воспитатель: Маттур, ачасем, сǎвǎсене илемлĕ вуларǎр. Пĕрремĕш чарǎну вĕçленчĕ. Кунти ĕçсене йǎлтах пурнǎçларǎмǎр. Малалла каяр.
Ачасем: Каяр малалла.
Иккӗмӗш чарӑну: «Пĕлетĕр -и?»
Воспитатель: Ачасем, эпир сирӗнпе Чӑваш Республикинче пурӑнатпӑр. Унӑн тӗп хули мĕн ятлǎ-ши?
Ачасем: Шупашкар ятлǎ.
Воспитатель: Маттур, тӗрӗс хуравларӑр.
Воспитатель: Чăваш Республикин хӑйӗн символӗсем пур. Эсир вĕсене пĕлетĕр -и ?
Ачасем: Пĕлетпĕр. Чăваш символӗсем - герб, гимн, ялав.
Воспитатель: Ачасем, чăваш гербĕ ҫине мĕн ӳкернĕ -ши?
(Экран çине Чăваш Республикин гербĕ тухать. Пĕр ача экран патне пырса герб çинчен каласа тата кǎтартса парать)
Ача: Чăваш Республикин гербĕ çине пурнăç цывăççи, виҫĕ хĕвел тата хăмла ӳкернĕ.
Воспитатель: Тĕрĕс хурав, маттур.
Воспитатель: Ачасем, чăваш ялавĕ мĕн тĕслĕ-ши? Ун çине мĕн ӳкернĕ-ши тата мĕнле тĕспе?
(Экран çине Чăваш Республикин ялавĕ тухать. Пĕр ача экран патне пырса ялав çинчен каласа тата кǎтартса парать)
Ача: Чăваш ялавĕ сарă тĕслĕ. Ун çине хĕрлĕ тĕспе ăрусен йывǎçне ӳкернĕ.
Воспитатель: Маттур, ачасем. Ку чарǎнури ĕçсе те ǎнǎçлǎ пурнǎçларǎмǎр. Малалла тапранар. Пире виççĕмĕш чарǎну кĕтет.
Виççӗмӗш чарӑну: «Линкка-линкка»
Воспитатель: Ачасем, эсир ташлама юрататǎр -и?
Ачасем: Юрататпǎр.
Воспитатель: Айтǎр-ха, канмалла чăваш ташши ташласа илер.
Ачасем: Ташлар.
(Линкка-линкка авкаланма юман хǎма кирлĕ юрǎпа ачасем чăваш ташши ташлаҫҫĕ)
Линкка-линкка авкаланма юман хăма кирлĕ икĕ алǎпа сылтǎм ура малтан
Халь те юман, халь те юман, тата юман кирлĕ малалла, кайран хыçалалла каяççĕ
Йăкăш-якăш шуçкалама яка хăма кирлĕ икĕ ача алǎран тытса çаврǎнса
Халь те яка, халь те яка, тата яка кирлĕ илеççĕ
Тапăр-тапăр ташлама кĕмĕл пушмак кирлĕ ачасем пĕр вырǎнта
Халь те кĕмĕл, халь те кĕмĕл, тата кĕмĕл кирлĕ тǎпǎртатса тǎраççĕ
Чуп-чуп чуп тума чипер ача кирлĕ икĕ ача хире-хирĕç тǎрса
Халь те чипер, халь те чипер, тата чипер кирлĕ алǎран çапаççĕ
Воспитатель: Ташлама та пултаруллǎ иккен эсир, ачасем. Маттур. Шǎм-шака та çемçетрĕмĕр, малалла утар. Пире тата икĕ чарǎну кĕтет.
Тăваттăмӗш чарӑну: «Пукане»
Воспитатель: Ачасем, пирĕн патра хǎнара Илемпи. Вǎл пирĕнпе вǎйǎ вылясшǎн. Килĕшетпĕр -и вǎйǎ выляма?
Ачасем: Эпир вǎйǎ выляма питĕ юрататпǎр. Айтǎр, выляр вǎййине.
Пуканене мĕн кирлĕ?
Тĕллевĕ: ачасене сăпайлă, килĕшӳллĕ пулма хǎнǎхтарасси. Япаласем ӳкернĕ картинǎсем, çǎвǎннǎ чухне усǎ курмалли, апат çинĕ чух,тумланнǎ чух (супǎнь, шǎл тасатмалли щĕтка, алшǎлли, шǎл тасатмалли паста, тура, алǎсем тасатмалли щĕтка, çӳç çыхмалли хǎю, сĕтел çитти, чечек лартмалли савǎт, курка, кашǎк, турилкке), столовǎйĕнче кирлĕ япаласем; чǎлха, пушмак, çĕлĕк, кĕпе, юбка, алсиш, куртка.
Вǎйǎ йĕрки: Ачасене воспитательница ӳкерчĕксемпе паллаштарать, ачасенчен кашни япали мĕн тума кирлине ыйтать. Унтан ӳкерчĕксене арпаштарать те валеçсе парать. Пуканене алла илет те ачасене çапла калать: «Пирĕн пукане ирех тǎнǎ, халь питне çǎвасшǎн. Мĕнпе çумалла унǎн?» Ачасем ӳкерчĕксем илсе пыраççĕ. Вĕсем çинче пуканене çǎвǎннǎ чухне кирлĕ япаласем ӳкернĕ.
Ытти япаласемпе те çавǎн евĕр вылямалла.
(З.С.Антонова, З.Н.Портнова «Пĕрле выляр-ха» (Ача сачĕсем валли) Шупашкар, Чǎваш кĕнеке издательстви, 1992)
Воспитатель: Вǎйǎ выляса килентĕмĕр. Уява малалла тǎсатпǎр. Юлашки чарǎну «Манǎн çемье» ятлǎ.
Пиллĕкмĕш чарǎну: «Манǎн çемье»
Воспитатель: Ачасем, Илемпи хǎйĕн çемье сǎн ӳкерчĕкне илсе килнĕ. Вǎл унпа пире паллаштарасшǎн. Паллашатпǎр -и?
Ачасем: Паллашатпǎр.
(Экран çине Илемпин çемье сǎн ӳкерчĕкĕ тухать: амǎшĕ, ашшĕ, аслашшĕ, асламǎшĕ, аппǎшĕ тата пиччĕшĕ. Ачасем вĕсене чǎвашла калаççĕ. Кайран хǎйсен çемьипе паллаштараççĕ.)
Воспитатель: Ачасем, уяв вĕçленчĕ. Кашни чарǎнура эпир хамǎр мĕн пĕлнине кǎтартрǎмǎр. Сире килĕшрĕ-и уяв?
Ачасем: Килĕшрĕ. Эпир сǎвǎ вуларǎмǎр, ялавпа герб çинчен аса илтĕмĕр, чǎваш ташши ташласа килентĕмĕр, пуканепе вǎйǎ вылярǎмǎр, хамǎр çемье çинчен каласа патǎмǎр.
Воспитатель: Ачасем, эпир чǎнах та чǎваш пулса çуралнǎ. Çавǎнпа та чǎваш чĕлхипе культурине пирĕн пĕлмелле, хисеплемелле тата аталантарса пымаллла. Пĕлнине асра тытмалла, пĕлменнине пĕлме тǎрǎшмалла.
Воспитатель: Сывǎ пулǎр, ачасем. Тепре тĕл пуличчен.
Усǎ курнǎ
Литература
- «Çамрǎксен хаçачĕ» 2016.01.21, 6 стр.
- О.М.Иванова «Çĕршывǎмçǎм, Чǎваш çĕршывĕ. Чувашия родная», АО «Чувашское книжное издательство».
- З.С.Антонова, З.Н.Портнова «Пĕрле выляр-ха» (Ача сачĕсем валли) Шупашкар, Чǎваш кĕнеке издательстви, 1992.