Глагол. 3-й класс

Разделы: Начальная школа

Класс: 3


Урок теми: Глагол пĕлтерĕшĕ, унăн ыйтăвĕсем

Урок тĕллевĕ: Вĕренекенсене глагола ытти сăмахсенчен тупма, ун патне ыйту лартма хăнăхтарасси.

Задачисем: çуркунне çинчен çырнă сăвăсемпе паллаштарасси, унти глаголсене тупса палăртасси; ачасен ăслăлăхне, пуплевне аталантарасси; çут çанталăка упрас, илемлетес туйăма вăратасси.

Урока кирлĕ хатĕрсем: карточкăсем, йывăç ÿкерчĕкĕсем, çуркуннене сăнлакан ÿкерчĕк.

Урок планĕ.

I. Урока пуçласси

Шăнкăр-шăнкăр, чăнкăр-чăнкăр!
Вĕренме чĕнет звонок.
Шăнкăр-шăнкăр, чăнкăр-чăнкăр!
Ак – пуçланчĕ те урок.

II. Урок тĕллевне пĕлтерни, çĕнĕ темăпа ĕçлени

Учитель: Сывлăх сунатăп пурне те. 3 класс ачисем чăваш чĕлхи урокне питĕ интересленсе, юратса вĕренеççĕ. Чăвашла çепĕç калаçаççĕ. Питĕ маттур ачасем теççĕ сирĕн çинчен. Çавăнпа та эпĕ сирĕн патра уçă урок ирттерсе пăхас терĕм.
Халĕ вара малалла урока тăсăпăр. Чăваш чĕлхи урокĕ (слайдпа паллаштарать) Эпир сирĕнпе глагол çинчен калаçăпăр, унăн пĕлтерĕшне пăхăпăр, ыйтăвĕсене пĕлĕпĕр. Урокра çак йĕркепе ĕçлĕпĕр (слайдпа паллаштарать).

1 йывăç

1. Çуркунне çинчен калаçу
Пурте урамалла пăхатпăр. Çулталăкăн хăш вăхăчĕ çитрĕ? Мĕншĕн ун пек шутлатăр? Тĕрĕс çуркунне пĕтĕм тĕнче ыйхăран вăранать, ĕçе тытăтать. Çуркунне çынсем йывăçсем лартма васкаççĕ. Тăван тавралăха упрама, илемлетме тăрăшаççĕ. Эсир те аслисемпе йывăç лартма манса ан кайăр. Эпир те сирĕнпе пĕтĕм вăя хурса ĕçлĕпĕр, урокра «йывăçсем» лартăпăр. Ку вара эпир миçе ĕç тума ĕлкĕрнине пĕлтерĕ.

2 йывăç

2. Доска çинчи предложенисене йĕркелесси

Пурте доска çине пăхатпăр. Мĕн асăрхарăр? Канта предложенисем. Вулар-ха. Ăнланма пулать-и? Тĕрĕс, ăнланма çук. Апла пулсан çак предложенисене тĕрĕс вырнаçтарса лартмалла.(лартаççĕ) Халĕ çак предложенисенче ĕçе пĕлтерекен сăмахсене тупатпăр (тупаççĕ), ыйтăвĕсене калатпăр (калаççĕ).

Çуркунне çитрĕ. (мĕн турĕ?)
Хĕвел ăшшăн пăхать. (мĕн тăвать?)
Часах курак та вĕçсе килĕ. (мĕн тăвĕ?)

Кураксем вĕçсе килсен уйăхран юр кайса пĕтет теççĕ. Чăнах та çавăн пек-ши? Тĕрĕслесе пăхăпăр.

3 йывăç

3. Правило калаттарасси

Эпир сирĕнпе мĕнле сăмахсене туртса тухрăмăр? Кам правило каласшăн?

4 йывăç

4. Доска çине глагол тесе çырасси.

Кĕнеке çинчи правилăна вуласси, ыйтусене доска çине çакасси.

5 йывăç

III. Кĕнекепе ĕçлесси

Эпир сирĕнпе çуркунне çитнине палăртрăмăр. Çуркунне юр ирĕлсе кайнă кайман чи малтанах çурхи чечексем тухаççĕ. Мĕнле чечексем тухнине сăвăран пĕлĕпĕр.
1. 319-мĕш хăнăхтарăва пуçласси.
Сăвва вуласа паратăп. Ăнланман сăмахсем пур-и? Çуркуннехи сивĕ юртан та хăраман чечексем – çеçпĕлсем. Вĕсем тĕрлĕрен пулаççĕ.слайд кăтартать Çак сăвăра ĕçе пĕлтерекен сăмахсене е глаголсене тупатпăр, ыйтăвĕсене калатпăр.

6 йывăç

IV. Компьютерпа ĕçлесси

1-3 ĕçсене пурнăçласси.

7, 8, 9 йывăç

V. Физкультминутка

1, 2, 3, 4 –
Пирĕн вăйлă пулмалла;
Физзарядка, физзарядка,
Физзарядка тумалла.

VI. Кĕнеке уçмасăр тупмалли юмахсене вуласа парасси, тупсăмне тупасси

1. Тупмалли юмахсем

Эпĕ сире тупмалли юмахсем вуласа паратăп, сирĕн тупсăмне тупмалла. (вулать)

10 йывăç

2. Карточкăсемпе ĕçлесси

Халĕ эпир сирĕнпе çак чĕрчунсем, ÿсен-тăрансем мĕн тума пултарнине вулатпăр. Ытлашши сăмахсене тупатпăр, чĕретпĕр. Мăшăрпа, юнашар лараканпа, ĕçлетпĕр. Пĕр-пĕринпе тĕрĕслетпĕр.
Тĕрĕс, кунта эпир пăхман ыйту та пур. Глаголсем ĕçе пурнăçламаннине те кăтартаççĕ. Ун пек чухне мĕн тумасть? мĕн тумаççĕ? мĕн тумарĕ? мĕн тумаççĕ? мĕн тумĕ? мĕн тумĕç? ыйтусене ыйтăнаççĕ.

11 йывăç

3. Юлнă сăмахсене тетрадь çине çырасси.

4. Калав тăвасси.

– Кам хăйĕн карточкăри ÿкерчĕк çинчен пĕчĕк калав туса парать?

12 йывăç

VII. Творчествăлла ĕç

1. Сăвва вуласси, глаголсене палăртасси.

– Эпĕ сире çуркунне çинчен сăвă валеçсе паратăп. Тимлĕ вулăр. Глаголсене калатпăр, палăртатпăр. Халĕ вара листоксене пуçтаратпăр.

Сар хĕвел çĕре
тасатать юртан.
лăпкă çил вĕрет
Ăшă кантăкран.
тутлă ыйхăран
вăранать вăрман.
тарăн çырмара
шыв шаркать пĕрмай.

(В.Давыдов-Анатри.)

Сар хĕвел çĕре
_________ юртан.
лăпкă çил _______
Ăшă кантăкран.
тутлă ыйхăран
_________ вăрман.
тарăн çырмара шыв
_______ пĕрмай.

(В.Давыдов-Анатри.)

 

2. Çырасси, вуласси, пĕр-пĕринпе тĕрĕслесси.

– Мĕн тумалла? Тĕрĕс, пушă вырăна глаголсене çыратпăр. Сирĕн мĕнле сăвă пулчĕ? Вулатпăр.

1 йывăç

VIII. Пĕтĕмлетÿ

– Паянхи урокра мĕн çинчен калаçрăмăр? Мĕне пĕлтерет глагол? Сире урок килĕшрĕ-и?
– Манна сирĕнпе ĕçлеме питĕ килĕшрĕ. Чăнах та эсир маттур ачасем. Тепре тĕл пуличчен.

Суйлав диктанчĕ.
Çуркунне.

Тÿпере хĕвел хĕртет. Урамра шыв юхать. Ачасем кунĕпех шавлаççĕ. Хăшĕ шыва кимĕ ярать. Хăшĕ арман лартать. Тепри кĕреçипе шыв уçать. Пĕтĕм урам кĕрлет. Турат çинче шăнкăрч юрлать. Епле аван çуркунне.