Анне пурри-телей (Класс тулашĕнче тĕрлĕ шайри ачасемпе ирттернĕ мероприятин сценарийĕ)

Разделы: Внеклассная работа


Уяв тӗллевӗсем:

  • Ачасене сӑвӑ-юрӑ урлӑ ашшĕ-амӑшне хисеплеме, çемьере пĕр-пĕрне упрама, юратма вĕрентесси.
  • Чӑвашла илемлӗ вулав хӑнӑхӑвӗсене, чӑваш юрри-кĕввине, ташшине сарасси.

Уяв мелӗсемпе меслечӗсем: учитель сӑмахӗ, ачасен илемлӗ вулавӗ, уйрӑмшарӑн сӑвӑсем вулани, чӑваш юррине ушкӑнпа юрлани, чӑвашла ташлани, сценка вылясси.

Уяв сценарийӗ. Уяв залра иртет. Уява хатӗрленсе ачасемпе вӗрентекенсем чӑваш тумӗсем тӑхӑннӑ.

Сценка

Вылякансем: Коля, Саша - шкул ачисем, Коля амӑшĕ, ашшĕ

Шкулти сцена. Коля шухӑшлӑн каллĕ - маллӑ уткалать.

- Аннесен уявĕ çитет. Эпĕ анне валли парне те хатĕрлеймерĕм: эх, намӑс куратӑп ĕнтĕ.

Сцена çинеСашахӑйпехӑйкалаçса кĕрет.

- Пире кам ачашшăн
Лăпкать пĕчĕкрен,
Чипер çын тăвасшăн…..

Ой, Коля, салам, асăрхаман та сана?

Коля: - Сывлӑх сунатӑп. Мĕн мӑкӑртататӑн эсĕ?

Саша: - Анне валли сӑвӑ вĕренетĕп. Эс мĕнле парне хатĕрлерĕн аннÿ валли?

Коля: - Нимĕн те шухӑшласа кӑлараймастӑп çав, тем парнелес? Тен аттепе илемлĕ юрӑ юрласа парар? Манӑн атте хӑйех юрăсем çырать.

Саша: - Ку питĕ лайӑх парне пулĕччĕ аннÿшĕн. Коля, ме-ха хутне, тĕрĕсле эпĕ мĕнле вĕреннине?

(Саша сӑввине вулать).

Коля: - Ой, питĕ лайӑх сӑвӑ! Аннÿ валли питĕ лайӑх парне пулать.

Саша: - Тавах ырӑ сӑмахушӑн. Эпĕ каям-ха вара, татах ĕçсем пур? Эсĕ те вӑхӑта ахаль ан ирттер, мĕн те пулин шухӑшласа кӑлар.

Коля: Шкулти уява аттепе аннене чĕнес-ха. Атте купӑс хитре калать, аннесене илемлĕ юрӑсемпе савӑнтартӑр. СМС çырса халех аттене пĕлтеретĕп. «Салам, атте. Ыран аннепе уява килĕр, пĕрле купӑста илсе килĕр». Вӑт пулчĕ те.

(Сцена çинчен тухса каять)

Ашшĕпеамӑшĕ кĕреççĕ, чӑваштумĕпе, ашшĕ купӑстайӑтнӑ.

Ашшĕ: - Пирĕн килес. Паян уяв терĕç те эпир те юлас мар терĕмĕр. Анчах ывӑл темшĕн- çке купӑста илсе килме хушнӑ.

Амӑшĕ: - Ара, ачан килти апата çиес килнĕ пуль. Ачасене витамин кирлĕ-ха вăл. Коля ăçта-ши, чĕнер-ха?

Коля кĕрет: (Çывăх çыннисем купăста илсе килнине курсан тĕлĕнсе каять)

- Атте - анне салам. Эсир мĕншĕн купăста илсе килнĕ?

Ашшĕ: - СМСпа купăста илсе кил тесе çырнă та, илтĕмĕр çав.

Коля хĕрелсе кайса: - Эпĕ СМСпа купăста мар, купăс илсе кил тесе çырнăччĕ…

Амӑшĕ: - Тĕрĕс çырма пĕлменни çавна тăвать те. Татăксене чăваш чĕлхинче уйрăм çырмалли правилăсене лайăх вĕреннĕ пулсан апла пулмастчĕ. Атте-анне чĕлхине юратса, тĕплĕ вĕренсен нихăçан та намăс курман. Юрĕ, ывăлăм, чĕнсе кил ачасене, уява пуçлар.

(Уяв ертÿçисем тухаççĕ.)

Ертсе пыракан 1.

Ырă хĕвел ăшшипе
Çутă хĕвел куллипе
Ырă кун пултăр, хисеплĕ хăнасем!

Ертсе пыракан 2. Чăваш поэчĕсем атте-аннесене халалласа нумай сăвă-юрă çырнă, композиторсем юрă кĕвĕленĕ. Эпир паянхи уява аннесене халаллатпăр.

Ертсе пыракан 1.

Юрататпăр анне куллине.
Куçунта сар хĕвел çиçнине.
Юрататпăр анне кăмăлне.
Пĕлтеретпĕр чунтан савнине.

Ертсе пыракан 2.

«Тавтапуç, сана, анне», калатпăр,
Ăс панишĕн, вĕрентнишĕн,
Ĕçÿнте хастар пулнишĕн,
Пирĕншĕн чунна панишĕн.

Ертсе пыракансем (харăс)

Ыр сунатпăр сире кăмăлтан,
Эсир хаклă пире ылтăнтан.

Юрă «Асамат кĕперĕ»

Ертсе пыракан 1.

Тавах сана,аннеçĕм, манăн
Пирĕншĕн тĕрек те савăнăç пулнишĕн.
Сывлăхлă, телейлĕ пул эс ĕмĕрех.
Эс пур чухне эпир çĕр хут телейлĕ.

Ертсе пыракан 2.

Çул хыççăн çул иртет пулсан та,
Анне, ан васка ватăлма.
Пирĕн пултарулăхпа ялан
Тивĕç пул эс савăнма.

Юра юрлаççĕ. «Пирĕн анне»

Ертсе пыракан 1.

Анне сана мухтатпăр,
Ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунатпăр.
Уявра ялан пĕрле пулма чĕнетпĕр,
Чăваш ташшине курма сĕнетпĕр.

Чăваш ташши. Хĕрсен ушкăнĕ ташлать.

Ертсе пыракан 2.

Тÿсейместĕп - юрлап та ярап
Тус-тăван куç тулли пулнăран,
Тÿсейместĕп- юрлап та ярап
Çав сăмах чĕререн тухнăран…

Юрă «Саламлатпăр»

Ертсе пыракан 1. Пурнăçра - пĕр анне. Тăван чĕлхе те пĕрре. Анне панă чĕлхене упрасси - пирĕн тивĕç.

Кам тăван чĕлхене юратмасть,
Вăл тăван амăшне юратмасть.
Кам тăван амăшне юратмасть,
Вăл тăван халăхне юратмасть.
Кам тăван халăхне юратмасть,
Вăл тăван çĕр-шывне юратмасть.

Сценка «Вĕçкĕн Ваççа»

Ертсе пыракан 2.

Эх, аннеçĕм, пĕртен-пĕр анне,
Эс пире çуратан, ÿстерен,
Ашăтатăн чуна-чĕрене,
Çук санран çывăх çын тĕнчере.
Пире эс вĕрентен, ăс паран,
Эпир лайăх пулсан савăнан,
Çунатсем çитĕнсен, вăй пухсан,
Инçе, вăрăм çула ăсатан.

Ертсе пыракан 1.

Эх, аннеçĕм, пĕртен-пер анне,
Эс тухмастан асран ĕмĕрне.
Йышансам ачусен парнине-
Манаçми чун-чĕре юррине.

Юрă «Пилеш çинче пилеш кайăксем»

Ертсе пыракан 2.

Хаклă аннеçĕм!
Сывлăх, телей, ăнăçу
Пултăр ялан юнашар.
Хěвелпе çиçен юрату
Ăш чунтан сире сунар.

Ертсе пыракан 1.

Сирěн ăшă чуншăн,
Çывăрман каçсемшěн,
Тутлă юмахсемшěн,
Тавтапуç калар!

«Тăван яла таврǎнсан» юрра пурте пĕрле ура çине тǎрса юрлаççĕ.