Зимние праздники. Новый год. 9-й класс

Разделы: Краеведение

Класс: 9


Предметăн харкамлăх результачĕсем: вĕренÿпе кăсăкланма хавхалантарни; вĕренÿре харпăр хăй тивĕçлĕхне туйма, хăй пултарулăхне шанма вĕренни; кăмăл-сипет енчен хăйне тирпейлĕ тытма пĕлни; хăйсем вĕренекен шкулпа мухтанма кирлине туйтарни.

Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕ: харпăр хăй ĕçлени, кăсăкланни, юлташсене тĕрĕслесе, тÿрлетсе хакласа ертсе пыма пĕлни; ыйтусемпе усă курса çыхăнуллă каласа пама хăнăхтарни; ĕçе ушкăнпа, пĕр-пĕрин хушшинче пайласа пурнăçлама вĕрентни.

Предметăн ятарлă результачĕсем: «Çĕнĕ çул» текст çине таянса ачасен пуплевне, ăс-тăнне, логикăллă шухăшлавне, кăмăл-туйăмне, илемлĕ вулав хăнăхăвĕсене аталантарни, тишкерме тата пĕтĕмлетÿ тума вĕренни.

Кăтарту хатĕрĕсем: компьютер, проектор, экран.

Курăмлăх хатĕрĕсем: урок презентацийĕ, валеçсе памалли материал, рефлекси ĕçĕ валли карточкăсем.

Учебник: Абрамова Г.В. Чăваш чĕлхи:вырăс шкулĕн 9-мĕш класс класĕ валли / Г.В.Абрамова, С.А.Разумова. - Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2017.- 271с.

Урок юхăмĕ

I. Кăсăклантарни

1) урока йĕркелени, сывлăх сунни

- Ачасем, халĕ пĕр-пĕрне ăшă кулă парнелĕпĕр те лайăх кăмăлпа урока пуçлăпăр. Сире пурне те ăнăçу сунатăп.

2) хаклав хучĕсемпе паллаштарни

Лист оценвания
Хаклав хучĕ

Хушамат,ят

 

Класс

 

Вид работы

Оценка
(+,-)

Настроение
(камăл)

1

Ответы на вопросы в начале урока

 

В начале урока

2

Составление предложений в начале урока

 

3

Клоуз тест

 

4

Чтение и перевод текста

 

5

Ответы на вопросы по тексту

 

6

Составление кластера

 

В конце урока

7

Синквейн

 

8

 

 

9

 

 

 

Общая отметка

 

настроение - кăмăл


3) дежурнăй калаçăвĕ

- Паян класра кам дежурнăй?

- Класра эпě дежурнăй. Паян раштав уйăхĕн 14-мĕшĕ, шăматкун. Урокра пурте пур. Халĕ хĕлле. (Ачасем пĕр-пĕрне ыйту параççĕ)

-____, сана хĕлле килĕшет-и? Мĕншĕн?

- Мана хĕлле килĕшет, мĕншĕн тесен тавралăх шурă юрпа витĕнет.

- Максим, сана хĕлле килĕшет-и? Мĕншĕн?

- Килĕшет, мĕншĕн тесен пăр çинче хоккейла выляма пулать. Настя, сана хĕлле килĕшет-и?

- Мана та хĕлле килĕшет, мĕншĕн тесен юрпа выляма пулать.Светлана Анатольевна сире хĕлле килĕшет-и?

- Мана та, ачасем, сирĕн пекех хĕлле питĕ килĕшет. Юр çуни çут çанталăка илем кÿрет. Хĕлле тата тĕрлĕ пысăк уявсем пур, вĕсенчен пĕри – Çĕнĕ çул.

- Тепĕр хутчен паянхи куна аса илер. Паян раштав уйăхĕн миçемĕшĕ?

4) 14 хисеппе усă курса  предложенисем йĕркелени.

 - Халĕ 14 хисеппе усă курса предложенисем йĕркелĕр (Ачасем предложенисем тăваççĕ). Маттурсем.

II. Килти ĕçе тĕрĕслени

- Килти ĕçĕ тĕрĕслер-ха. Сирĕн текста вуласа, ун тăрах диалог тумалла пулнă. Текста мĕнле ăнланнине клоуз тест ирттерсе пĕлĕпĕр.

Клоуз тест

(1) ________Раштава декабрĕн 25-мĕшĕнче ирттернĕ. Уяв(2)_____ иртнĕ. (3)______скоморохсем, музыкантсем, акробатсем, фокусниксем (4)______.  (5) ăмăртусене хутшăннă, пĕр-пĕринпе (6)____ виçнĕ. Площадьсенче (7)_____ĕçленĕ. Унта (8)______ярăннă. (9)____лотоксемпе çÿренĕ. Вĕсем кукăль, пĕремĕк тата ытти пылак япаласем (10)_____.

Сĕннĕ вариантсем:

(1) а) Раççейре, ă) Китайра, б) Иранра

(2) а) шăп, ă) тунсăхлă, б) шавлă

(3) а) халăха, ă) шкул ачисене, б) директорсене

(4) а) калаçтарнă, ă) савăнтарнă, б) шутлаттарнă

(5) а) каччăсем, ă) хĕрсем, б) хĕрарăмсем

(6) а) савăнăç, ă) калаçу, б) вăй

(7) а) каруссельсем, ă) лавккасем, б)шкулсем

(8) а) арçынсем, ă) ачасем, б) хĕрарăмсем

(9) а) сутуçăсем, ă) тĕрĕçĕсем, б) тимĕрçĕсем

(10) а) вылянă, ă) сутнă, б) калаçнă

Ключ:
(1) а) Раççейре
(2) б) шавлă
(3) а) халăха
(4) ă) савăнтарнă
(5) а) каччăсем
(6) б) вăй
(7) а) каруссельсем
(8) ă) ачасем
(9) а) сутуçăсем
(10) ă) сутнăхаклав виçи:

Хаклав виçи:

  • 10-9 сăмах - "5" паллă
  • 8-6 сăмах - "4" паллă
  • 5-4 сăмах - "3" паллă

III. Урок темипе паллаштарни, тĕллевсене лартни

- Уч.: Маттур, килти ĕçĕ лайăх хатĕрленнĕ.

- Халĕ кăштах чĕлхене выляттарса илер-ха. Эпĕ вуланине тимлĕ итлĕр.

Акă çитрĕ Çĕнĕ çул!
Уявра хаваслă пул.
Çĕнĕ çул аван уяв.
Çĕнĕ çулта сĕтел пуян.
Хĕл Мучие юрататпăр,
Унпа савăнатпăр.
Çĕнĕ çулта юрлатпăр,
Ташăсем те ташлатпăр.

  • учитель вулать;
  • учитель хыççăн ачасем вулани;
  • пĕчченшерĕн икшер йĕрке вулани.

- Çак сăвăра мĕн çинчен каланă?

- Автор уявра мĕнле пулма сĕнет?

- Уявра хаваслă пул.

- Çĕнĕ çулта мĕн-мĕн тăваççĕ?

- Çак сăвă йĕркисенсе мĕнле Çĕнĕ çул сăнарĕ пур?

- Сирĕн шутпа паян эпир мĕн çинчен калаçăпăр?

- Çĕнĕ çул çинчен.

- Çапла,тĕрĕс. Паянхи урокра эпир сирĕнпе хĕллехи тепĕр уяв çинчен калаçăпăр. Урок теми - «Çĕнĕ çул уявĕ», çак темăпа çыхăннă тĕрлĕ ĕçсем тăвăпăр.

IV. Ăнланса илни

1. Кěнекери текстпа ěçлени

- Кĕнекесене 117-мĕш страницăна уçатпăр.

а) çĕнĕ сăмахсемпе ĕçлени;

- Çĕнĕ сăмахсемпе паллашатпăр, ман хыççăн чăвашла – вырăсла вулатпăр.

Çĕнĕ сăмахсем

  • ирттерме пуçланă - начали проводить
  • кĕтсе илнĕ – встречали
  • уявланă - праздновали
  • çыхăннă – связан
  • кĕртнĕ – ввёл
  • уявлама пуçланă – начали праздновать
  • чура – раб
  • хуçа – хозяин
  • хăваланă - отгоняло

ă) текста абзацăн-абзацăн вулани;

б) çěнě сăмахсем пур предложенисене тупса вулани, вěсене вырăсла куçарни;

в) текста ăнланнине тĕрĕслени

г) ыйтусем çине хуравлани;

1.Çĕнĕ çула пĕрремĕш хут ăçта ирттерме пуçланă?

2.Месопотами çыннисем Çĕнĕ çула мĕнле кĕтсе илнĕ?

3.Вавилонта Çĕнĕ çула миçе кун ирттернĕ?

4.Авалхи Египетра Çĕнĕ çула хăçан уявланă?

5.Çакă мĕнпе çыхăннă?

6.Авалхи Римра Çĕнĕ çула хăçан ирттернĕ?

7.Авалхи Римра Çĕнĕ çула хăçан январĕн пĕрремĕшĕнче уявлама пуçланă?

8.Уяв вăхăтĕнче авалхи римлянсем мĕн-мĕн тунă?

9.Чурасем камсемпе пĕрле савăннă?

10.Кельтсем Çĕнĕ çула хăçан ирттернĕ?

11.Кельтсем çуртсене мĕнпе илемлетнĕ?

12.Мĕншĕн вĕсем çуртсене çак ÿсен-тăранпа илемлетнĕ?

13.Авалхи Руçре Çĕнĕ çула хăçан уявланă?

14. Пĕрремĕш Петĕр хăçан указ кăларнă?

15. Çав указ тăрăх Çĕнĕ çул пуçламăшĕ хăçан шутланнă?

2. Пĕлме интереслĕ!

- Эпĕ çак урока хатĕрленнĕ май Çĕнĕ çул уявĕ пирки нумай çĕнни пĕлтĕм.

Пирĕн кĕнекери 118 страницăра та интереслĕ фактсем  чылай. Вĕсемпе паллашар-ха (вуласа куçарни: Наташа вулать - Иван куçарать).

V. Пĕтĕмлетни

1) «Хĕвел» кластер туни

- Эпир  паян мĕн çинчен калаçрăмăр. Маншăн Çĕнĕ çул вăл - лайăх кăмăл, туссем, тăвансем. Сирĕншĕн вăл мĕн? Сирĕншĕн Çĕнĕ çул уявĕ вăл мĕн?

(Ачасен хуравĕсем).

- Мĕн ыйтуллă «Хĕвел» кластер пурнăçлăпăр.

2) Синквейн туни

VI. Суйлавлă киле ĕç пани (Домашнее задание на выбор)

VII. Рефлекси

1. Кăмăл карточкисемпе ĕçлени

Урокри ĕçе тĕрлĕ енчен тишкерни

Ĕçе хаклани

1.

Урок материалĕ...пулчĕ.

çăмăл / йывăр

2.

Урок материалне эпĕ... .

пĕтĕмпех ăнлантăм, ыттисене пулăшма хатĕр

пĕтĕмпех ăнлантăм

кăштах ăнлантăм

ăнланмарăм

3.

Урок мана... .

килĕшрĕ / килĕшмерĕ

4.

Мана  ... тĕлĕнтерчĕ.

çĕнĕ çула ытти халăхсем тĕрлĕрен уявлани

çĕнĕ çула Авалхи Римра уявлани

кельтсем çуртсене ÿсен-тăранпа илемлетни

5.

Халĕ эпĕ ... пĕлетĕп.

çĕнĕ çула пĕрремĕш хут Месопотамире ирттерме пуçланине

çĕнĕ çула ытти халăхсем тĕрлĕрен уявланине

çĕнĕ çула Авалхи Римра хуçасемпе чурасем пĕрле уявланине

кельтсем çуртсене ÿсен-тăранпа илемлетнине

пĕрремĕш Петĕр хăçан указ кăларнине

6.

Урокра хамăн ĕçпе эпĕ... .

кăмăллă / кăмăлсăр

2. Çĕнĕ çул çитнĕ май чăваш юрăçисен саламне итлени. Пурне çывхарса килекен уявпа саламлани.