Разработка урока "Лекарственные травы"

Разделы: Иностранные языки

Класс: 7


Предмет: тăван чăваш чĕлхи.

Класс: 7 класс

УДК (ББК) Чăваш чĕлхи : вырăс шкулĕн 7-мĕш класĕ валли/ Г.А.Абрамова–Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2016.

Шкул: Чăваш Республикинчи Çĕнĕ Шупашкар хулин 19-мĕш вăтам шкулĕ.

Тĕп тема (блок-модуль):

Урок теми: «Сиплĕ курăксем» текстпа 7-мĕш класра тишкерÿ-тĕпчев урокĕ ирттересси.

Харкамлăх результачĕсем:

  • Вĕренÿпе кăсăкланма хавхалантарни;
  • Вĕренÿ пултарулăхне аталантарни;
  • Вăрманта ÿсекен сиплĕ курăксене упрама вĕрентни

Предметсен пĕрлĕхлĕ результачĕсем:

Ĕç йĕркелÿ результачĕсем: харпăр хăй тĕллĕн ĕçлес туртăма аталантарни;

Хутшăну результачĕсем: çыхăнуллă  ăнланмалла каласа пама пултарни; мăшăрсенче, ушкăнсенче пĕр-пĕрне хисеплесе тата килĕштерсе ĕçлени;

Информаци тĕпчев результачĕсем: вĕренÿ моделĕпе ĕçлеме хăнăхни; сасăллă тата çыруллă пуплеве ăслани; схема тăрăх калăпсем туни.

Предмет результачĕсем: аудировани: тăнлама вĕрентни; хăлхапа итлеме хăнăхтарни; вулав: ăшри вулав хăнăхăвне аталантарни; сăмах йышне пуянлатни; калаçу: предложенисем тĕрĕс йĕркелени; çыхăнуллă каласа пама вĕрентни; пухнă пĕлÿпе пуплевре усă курма вĕрентни.

Урок тĕсĕ: темăна тата çĕнĕрен илнĕ пĕлĕве çирĕплетмелли урок.

Усă курнă технологисем: критикăллă-тĕпчев технологийĕ, ушкăнра хутшăнса ĕçлени, сывлаха çирĕплетес технологи.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, учитель вулавĕ, вырăсла куçарни, ыйту-хурав, калаçу, илемлĕ юрă итлени, видеосюжет пăхни, çĕнĕ пĕлĕве ăса хывни, кĕнекери текстпа ĕçлени, çĕнĕ сăмахсемпе ĕçлени, кану саманчĕ (куçсене кантарни, хул  çурăма кантарни), шырав-тĕпчев, тишкерÿ-пĕтĕмлетÿ, суйлавлă вулав, слайдсемпе ĕçлени, схемăпа усă курса икĕ енлĕ дневник çыртарни, сиплĕ курăксем сăмахпа синквейн çырни, клоуз тест, «Хĕвел» кластер туса пĕтĕмлетÿ туни, культурăсен çыхăнăвĕ.

Пуплев хăнăхăвĕсем: сасăсене тĕрĕс илтни, сăмах йышне пуянлатни, çĕнĕ сăмахсемпе усă курса çыхăнуллă пуплеве аталантарни.

Кирлĕ хатĕрсем: вĕренÿ кĕнеки, компьютер, проектор, экран, POWERPOINT программăпа хатĕрленĕ слайдсем, видеоролик, дидактика материалĕ.

Урок юхăмĕ:

Презентация

I. Кăсăклантарса яни.

I. 1.Класа йēркелени (шкул çинчен юрă хуллен янăрать) (1 слайд)

Шăнкăрав сасси янрарĕ,
Урока пире васкатрĕ.
Парта хушшине ларатăп,
Урана эп тăп пусатăп,
Çурăма йăрăс тытатăп,
Аллăма тĕрĕс хуратăп,
Тимлĕ итлесе ларатăп.

- Ачасем, халĕ пĕр-пĕрне ăшă кулă парнелĕпĕр те лайăх кăмăлпа урока пуçлăпăр. Сире пурне те ăнăçу сунатăп.

2.а) Дежурнăй калаçни: ачасене паянхи кунпа паллаштарни, эрнери кун ячĕсемпе ыйтусем пани дежурнăй -- ачасем.

- Паян мĕн кун?

- Ыран мĕн кун пулать?

- Ĕнер мĕн кун пулнă?

- Эрнере миçе кун?

- Уйăхра миçе эрне?

- Çулталăкра миçе уйăх?

- Авăн уйăхĕ çулталăкăн миçемĕш уйăхĕ шутланать?

Тепĕр хутчен паянхи куна аса илер. Паян авăн уйăхĕн миçемĕшĕ?

ă) 26 хисеппе усă курса предложенисем йĕркелени.

Тĕслĕх: Манăн тус 26-мĕш хваттерте пурăнать.

3. Пуплев зарядки. Кăштах чĕлхесене вылятса илер-ха. Эпě мěнле вуланине тимлě итлěр, пусăмсене тěрěс лартса вулама хатěрленěр.

Вăрман вăл ман,               Вăрман вăл мул,
Вăрман вăл сан,               Вăрман - тупра,
Апла пулсан-                 Апла пулсан -
Вăл тус-тăван.               Ăна  упра.

  • учитель вулать
  • вырăсла куçарни;
  • учитель хыççăн ачасем вулани;
  • хорпа, икшер йĕрке, пĕчченшерĕн вулани.

4. Умĕнхи калаçу. (учитель + ачасем)

Вăрман ‒ пирĕн пуянлăх. Вăрман чĕр чунсене, кайăк-кĕшĕке те тăрантарать.

Кайăксем хурт-кăпшанкă çиеççĕ, йывăçсене сыхлаççĕ. Йывăçсем вĕсем валли çимĕç тăваççĕ – çĕмĕрт, палан, пилеш. Çĕр çинче ÿсекен çырла та сахал мар. (Çырла ячĕсене аса илни хурăн çырли, кĕтмел, пĕрлĕхен, хăмла çырли, хурлăхан, хура çырла). Вĕсене пурне те чĕр чунсем те, кайăксем те, çынсем те çиеççĕ.

- Вăрман – вăл пирĕн пурнăç. Вăл пире тата мĕнле усă парать?

- Вăрман чи малтанах вăл пире кислород парать. Эпир кислородсăр пурăнаймастпăр.

- Вăрман сывлăша тусанран тасатать.

- Енчен те эпир таса сывлăшпа сывлас тетпĕр пулсан, чирлес мар тесен пирĕн нумайрах йывăç лартмалла. «Кашни çыннăн хăйĕн пурнăçĕнче йывăç лартмалла», - тенĕ ваттисем.

- Чăваш вăрманĕсенче мĕнле йывăçсем ÿснине çак кроссворпа ĕçлесе çирĕплетсе хăварăпăр. Сирĕн пурĕ 10 йывăç ячĕ тупса вырăсла куçармалла.

(Юман, çăка, хурăн, вĕрене, ăвăс, пилеш, чăрăш, çĕмĕрт, хыр, палан)

- Ачасем, вăрманта çынна усă паракан япаласем татах та пур. Мĕнсем-ши вĕсем?

Вĕсен  ятне пěлме  таблицăра панă шифра уçмалла пулать. Ĕçе тĕрĕс пурнăçлама сире дешифратор пулăшĕ (шифр уçмалли хатĕр).

Ачасен хуравĕ: («Сиплĕ курăксем»).

- «Вăрман киле пушă ямасть» теççĕ халăхра.

Эсир çак предложение мĕнле ăнланатăр? Ку ваттисен сăмахĕ паянхи урок эпиграфĕ валли вырăнлă пулĕ.

Ачасен хуравĕ.

1. Ваттисен сăмахĕсене вулани, вырăсла куçарни;

2. Ваттисен сăмахěсен шухăшне ăнланни;

Паянхи урокăн теми «Сиплĕ курăксем»

III. Урок тěллевěсемпе паллашни. Илнĕ пĕлĕве тата хăнăхусене çирĕплетни.

- Халě вара, хамăр ырă шухăш-кăмăлпа эпир сирěнпе урока малалла тăсăпăр.

Пирĕн пата килнĕ хăнасем эсир мĕнле вĕреннине пĕлесшĕн, эсир чăвашла мĕнле калаçнине итлесшĕн, эсир урокра мĕнле ĕçленине курасшăн. Атьăр-ха, ачасем, хамăр хăнасене лайăх ĕçлесе савăнтарар.

Паянхи урокра «Сиплĕ курăксем» текстпа паллашса ушкăнсенче ĕçлĕпĕр, тĕрев схеми тăвăпăр, синквейн йĕркелĕпĕр…

IV. 1. «Сиплĕ курăксем» текстпа ěçлени.

1. Словарь ĕçĕ. Çĕнĕ сăмахсемпе паллашни.

Авалтан – издревле, сиплĕ – лечебный, шăнăр курăкĕ - подорожник, шĕпĕн курăкĕ – чистотел, ама хупахĕ – мать-и-мачеха, вĕлтрен – крапива, туна – стебель, шĕвек – жидкость

  • учитель - хор; хĕр ачасем, арçын ачасем;
  • мăшăрсенче; 3) сăнчăрпа пěрер сăмах вулани;

Вулас умĕнхи тĕллев:– Текста тимлĕ итлĕр, ăнланма тăрăшăр. Хăвăршăн мĕн çĕннине пĕлнине каласа пама хатĕрленĕр

2. Кăтартуллă вулав;

а) çěнě сăмахсем пур предложенисене тупса вулани, вěсене вырăсла куçарни;

ă) сăнчăр мелěпе вулани;

б) текста ăнланнине тěрěслени (1-2 ачаран кěске содержанине вырăсла ыйтмалла);

в) ыйтусене хуравлани;

- Вăрмана мĕншĕн симĕс аптека теççĕ?

- Çав курăксемпе тата çырласемпе çын авалтан мĕн тăвать?

- Шăнăр курăкĕ миçе çул ÿсекен курăк?

- Унăн çÿллĕшĕ миçе сантиметр?

- Шăнăр курăкĕн çулçисенче мĕнле усăллă япаласем пур?

- Шĕпĕн курăкĕн тунинче мĕн пур?

- Çав шĕвек сиплĕ-и?

- Шĕпĕн курăкне çăвара мĕншĕн хыпма юрамасть?

- Ама хупахĕпе мĕнрен сипленме пулать?

- Вĕлтрен çулçинче мĕнле усăллă япаласем пур?

- Чĕрĕ вĕлтренпе мĕнрен сипленеççĕ?

- Çыннăн вăрмана варалама юрать-и?

VII. Кану саманчě

VIII. Ушкăнсенче ĕçлени

Халĕ ушкăнсемпе ĕçлесе пĕлĕпĕр.

г) текст тăрăх ушкăнсенче ěçсем йěркелени: 

1-мěш ушкăн: 1,2 абзацсем тăрăх консультант ытти ачасене ыйтусем парать;

1. Вăрмана мĕншĕн симĕс аптека теççĕ?

2. Çав курăксемпе тата çырласемпе çын авалтан мĕн тăвать?

3. Шăнăр курăкĕ миçе çул ÿсекен курăк?

4. Унăн çÿллĕшĕ миçе сантиметр?

2-мěш ушкăн: 3,4 абзацсем тăрăх консультанта ачасем ыйтусем параççě;

1. Шĕпĕн курăкĕн  тунинче мĕн пур?

2. Çав шĕвек сиплĕ-и?

3. Шĕпĕн курăкне çăвара мĕншĕн хыпма юрамасть?

4. Ама хупахĕпе мĕнрен сипленме пулать?

3) 3-мěш ушкăн: 5,6 абзацсем тăрăх ачасем пěр-пěрне ыйтусем параççě.

1. Вĕлтрен çулçинче мĕнле усăллă япаласем пур?

2. Чĕрĕ вĕлтренпе мĕнрен сипленеççĕ?

3. Хăш курăк юнри сахăра чакарать?

4. Çыннăн вăрмана варалама юрать-и?

IX. 1) Текст содержанийĕ тăрăх халĕ паллашнă кашни ÿсен-тăранăн (паспортне) тĕрев схемине  тăвăпăр

Шăнăр курăкĕн паспортне 1 ушкăн,  шĕпĕн курăкĕн паспортне - 2 ушкăн, вĕлтрен паспортне - 3 ушкăна пурнăçлĕ. Хăнасен пултарулăхне ама хупахĕн паспорчĕпе паллашса пĕлĕпĕр.

Ÿсен-тăран

Ячĕ

Шăнăр курăкĕ

Ÿсет

Нумай çул

Çÿллĕшĕ

10-30 сантиметр

Çулçисенчи усăллă япаласем

Каротин, С тата К витаминсем, лимон йÿçекĕ

 

Ÿсен-тăран

Ячĕ

Шĕпĕн курăкĕ

Тунинчи  усăллă япала

Сарă шĕвек

Унăн пулăшăвĕ

Суран хавăрт тÿрленет

Асăрханулăх

Наркăмăшлă

 

Ÿсен-тăран

Ячĕ

Вĕлтрен

Çулçисенчи усăллă япаласем

Кăткă тата аскорбин йÿçекĕ, В2, С тата К витаминсем

Унăн пулăшăвĕ

Юн кайнине чарать, юнри сахăра чакарать,  ревматизмран сиплет,

Шывĕ

Çÿç тымарĕсене çирĕплетет

 

Ÿсен-тăран

Ячĕ

Ама хупахĕ

Çÿллĕшĕ

 

Çулçисенчи усăллă япаласем

 

Унăн пулăшăвĕ

 

2) Схема тăрăх текст содержанине туллин каласа пани.

3) Синквейн туни

шăнăр курăкĕ                                    шĕпĕн курăкĕ
сиплĕ, усăллă                                   сарă, усăллă
ÿсет, сиплет, сыватать                    ларать, сиплет, тÿрлетет
нумай çул ÿсекен курăк                   сурана хăвăрт тÿрлетет
сиплĕ ÿсен-тăран                             наркăмăшлă ÿсен-тăран

вĕлтрен
çÿллĕ,
пĕçертет, сиплет, çирĕплетет
пур çĕрте те ÿсет
усăллă  ÿсен-тăран

–  Эсир мěн çěнни тата интересли пěлтěр?

Пĕтĕмлетÿ Ÿсен-тăрана упрасси – кашни çын тивĕçĕ. Ачаранах çак тивĕçе туйса пурăнмалла. Вăрман пирĕн пуянлăх. Вăл пире ăшăтать те, тутлă çимĕçне те, эмел курăкне те парать, уçă та сиплĕ сывлăшĕпе пирĕн сывлăха çирĕплетет, илемĕпе чуна савăнтарать. Çавǎншǎн вǎрмана пирěн тав тумалла, ǎна сыхласа та упраса хǎварас тесе тǎрǎшмалла.
 
XI. Киле ĕç пани. Килте тумалли ĕç суйлавлă:

  • сиплĕ ÿсен-тăран çинчен Интернетра материал тупса каласа пама хатĕрленĕр;
  • хăвăр суйланă сиплĕ ÿсен-тăран ÿкерчĕкне ÿкерĕр;
  • «Сиплĕ ÿсен-тăрансем» темăпа презентаци йĕркелĕр

XII. Ачасен ĕçне хаклани

XIII. Рефлекси. Сире паянхи урокра кăмăллă пулчĕ-и?

XIV. Урока вĕçлени

Ачасем, урок вěçленсе пынă май сире малашнехи уроксенче те ăнăçу сунас килет

Ан ÿркенĕр, ăслă пулăр,
Пĕлмелли питех нумай,
Шырăр, тупăр, çырăр, вулăр,
Çивĕчленĕр тĕрлĕ май.

Вăрман çур тăлăп.
Вăрман пуян, уй аслă.
Хирте-хитре, вăрманта – ырă.
Вăрман чуна та, ÿте те сиплет.

10. Çыру ĕçĕ. Панă сăмахсенчен тĕрĕс предложении туса çырасси.

Çĕр шыв, илемĕ, вăл, вăрман.
Йывăç, икĕ, пĕр,  кассан, йывăç, ларт.
Пĕлсе, усă, вăрманпа, кур.
Сиплет, вăрман, ÿте, те, чуна, та.

Тупмалли юмахсем

Хăй вут мар, çапах та пĕçертет (вĕлтĕрен)